Ҫӗнӗ Шупашкарта паян ҫынсем мӗн асӑрханине пӗлетӗр-и? Нихӑҫан та шухӑшламан-туман ҫӗртен иртен-ҫӳрен упа курнӑ. Хулана ӑҫтан килнӗ вӑл?
Упана ӳкернӗ сӑна Дмитрий Хайбуллин «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Ку ирхи 10 сехетре пулнӑ. Упа «Химик» культура ҫурчӗ ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ.
Кӗҫех вӑл ӑҫтан тупӑнни те паллӑ пулнӑ. Хулана Пензӑран цирк килнӗ-мӗн. Цирк ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, упа хӑрушлӑх кӑларса тӑратман. Цирк паянах ҫула тухнӑ.
Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ татах ӳснӗ. Паянхи кун тӗлне ку чирпе 17 ҫын аптӑранине палӑртнӑ.
Аса илтерер: кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви сысна грипӗпе 5 ҫын чирленине палӑртнӑ.
Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ — Шупашкарта. Унта 11 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Улатӑрта та чирленӗ. Иммунизаци тунӑран эпидеми анлӑ сарӑлман. Кӑҫал республикӑра пурӑнакан кашни 3-мӗш ҫынна прививка тунӑ.
Сӑмах май, кӑрлачӑн 15–21-мӗшӗсенче республикӑра гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 5688 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Ытларах ачасем аптӑраҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне пульницӑра 225 аслӑ ҫын тата 181 ача выртать. Хальлӗхе пӗр шкула та карантина хупман.
Пӗлтӗрхи ҫул ЧР ШӖМӗшӗн ҫӑмӑл килмен. Пӗрремӗшӗнчен, ведомствӑра темиҫе штата кӗскетнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, республикӑра преступленисен йышӗ ӳснӗ. Ку енӗпе ытларах Шӑмӑршӑ, Комсомольски районӗсем, Ҫӗнӗ Шупашкар «палӑрнӑ».
Чӑваш Енре преступленисене уҫса парас ӗҫ лайӑх пырать. Ку енӗпе пирӗннисем Раҫҫейре 19-мӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисене уҫса парассипе вара кӑтартусем тата пысӑкрах. Ҫӗршывра ку енӗпе 10-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑмах май, республикӑра кунашкал преступленисен шучӗ чакнӑ.
Полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал преступленисен йышӗ ӳсмелле. Вӗсен шухӑшӗпе, экономика преступленийӗсене тӑвакансем нумайланӗҫ. Халех курӑнать ҫакӑ. Чӑваш Енре финанс пирамидисем ытларах тупӑнаҫҫӗ. 2014 ҫулта вӗсем 4 пулнӑ тӑк, пӗлтӗр — 27.
Экстремизм енӗпе те преступленисем ӳсме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа полицейскисен сыхӑ тӑмалла.
Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта робототехника кружокӗ уҫӑлнӑ. Мӗн пытармалли: ҫӗнӗ технологисем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Проект авторӗсем ачасене инноваци тытӑмӗпе кӑсӑклантарасшӑн.
Сергей Сорокин каланӑ тӑрӑх, кружокра роботсене Lego Education Mindstorms EV3 контрукторсем пулӑшнипе ӑсталаҫҫӗ. Вӗсене республика хыснинчен уйӑрнӑ грант укҫипе туяннӑ. Занятисене 5 ҫултан аслӑрах ачасем ҫӳреме пултараҫҫӗ. Анчах унта 3 ҫултисене те ҫӳреме май туса парасшӑн.
Робототехника кружокне ҫӳрекен ачасенчен лайӑх инженерсем, роботостроительсем ӳсессе, вӗсем Чӑваш Ен сумне ҫӳле ҫӗклессе шанаҫҫӗ.
Занятисем кашни эрнере 1, 5 сехетшер иртӗҫ. Ушкӑнра – 10 ача. Занятисене И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ вӗрентекенӗсем тата унта диплом илнисем ертсе пырӗҫ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 429 ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха юсасшӑн. Тӗплӗ юсавӑн 2016 ҫулхи программине Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Шупашкар хулисем кӗнӗ.
Кӑҫалхи тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче нумай хваттерлӗ 24 ҫуртра ӑшӑ энергине, вӗри тата сивӗ шыва, ҫутта шутлакан счетчиксем вырнаҫтарасшӑн.
Тӗпле юсав программипе кунсӑр пуҫне хӑтлӑхпа ҫыхӑннӑ ытти ӗҫ-пуҫ та ирттерме палӑртнӑ-мӗн. Тӳре-шаран типӗ чӗлхи ҫине куҫсан тата Тӗплӗ юсав фончӗн сайтӗнче илсе кӑтартнӑ пек каласан, 42607 ҫыннӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатмалла.
Кӗҫех Чӑваш Енри чи лайӑх корреспондентсен ячӗсене палӑртӗҫ. Шкул хаҫачӗсен «Школа-пресс-2016» конкурсне заявкӑсем йышӑнса пӗтернӗ.
Кӑҫал конкурса 200 ытла заявка килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат ӑна 11-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта хутшӑнакансен географийӗ ҫулсерен анлӑланса пырать. Кӑҫал Мускаври, Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи регионсенчи журналистсем те ӗҫӗсене ярса панӑ. Волгоград, Кисловодск, Тула облаҫӗ те хутшӑннӑ.
Конкурса унччен хутшӑннӑ ҫынсенчен 8-шӗ федераци шайӗнчи журналист пулса тӑнӑ. Кӑҫал шкул хаҫачӗн дизайнне те хаклӗҫ. Чи лайӑх фотокорреспондента та палӑртӗҫ.
Ҫамрӑк журналистсене кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче чыслӗҫ.
«Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ сетьсем» унитарлӑ предприяти шыв пахалӑхне тӗрӗслеме яхта туянма палӑртнине, каярахпа ку шухӑша улӑштарнине унччен пӗлтернӗччӗ.
Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен шывшӑн тӳлемелли хак 25 процент ӳснине пӗлтернӗ. Ку ытти хуларипе танлаштарсан, 10 процент нумайрах. Предприяти ҫынни хула депутачӗсен умӗнче тухса калаҫнӑ чухне ҫакна анлӑ юсав ӗҫӗсем тумаллипе сӑлтавланӑ. Ҫӗнӗ тарифшӑн депутатсенчен чылайӑшӗ сасӑланӑ. Анчах ӑнланмалла мар: ҫамрӑк Ҫӗнӗ Шупашкарта юсав тумашкӑн мӗншӗн нумай укҫа кирлӗ? Калӑпӑр, унран чылай аслӑрах Шупашкарпа танлаштарсан.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗ палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ предприятин пӗлтӗрхи 9 уйӑхра тупӑшӗ 34,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫавна май предприяти 5,9 миллион тенкӗ тӑракан яхта туянни те интереслӗ пек туйӑннӑ.
«Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммуналлӑ сетьсем» мунициаплитетӑн унитарлӑ предприятийӗ яхта туянасшӑн. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗлтернӗ.
Яхта илесси ҫинчен калакан хыпара муниципалитет предприятийӗ иртнӗ ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче Ростендер сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Яхта 12 ҫын лармалӑх пултӑр тесе ӗмӗтленеҫҫӗ-мӗн асӑннӑ предприятире ӗҫлекенсем. Ӑна 5,9 миллион тенкӗ парса туянасшӑн.
Конкурс материалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, яхтӑн 14−15-метр тӑршшӗ пулмалла (12 ҫын пӗчӗкреххи ҫине вырнаҫаймасть-тӗр ҫав), мотор хӑвачӗ 140 лаша вӑйӗпе танлашмалла. Двигатель Volvo Penta ятли пулмалла. Яхтӑн пӗр сехетре 20 километр ытла кайма пултармалла. Коммуналлӑ хуҫалӑх предприятине 12 ҫынран кая мар вырнаҫмалӑх яхта шыв пахалӑхне тӗрӗслеме кирлӗ-мӗн.
Халӗ ку шухӑша улӑштарнӑ — яхта туянмӗҫ.
Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче республикӑри ача ҫурчӗсем пушанса юлаҫҫӗ. Кӑҫал пӗр ушкӑн Ялтӑри «Артек» ача-пӑча центрне кайнӑ. Теприсем «Ылтӑн пучах» уйлӑхра пулнӑ. Ыттисем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ҫемьере кӗтсе илнӗ.
Ачасем ҫемьесенче пурӑннӑшӑн савӑннӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви чӗнсе каланине Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Пӑрачкав районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче пурӑнакансем чун ҫывӑхне илнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхсенче ачасене каникула йышӑнакансем ытларах пулнӑ.
«Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере!» акци тӑлӑх шӑпӑрлансене асамлӑха ӗненме, ҫемье телейне туйса курма май парать.
Канмалли кунсенче Чӑваш Енре 1 пине яхан мероприяти иртнӗ. Шупашкарта кӑна массӑллӑ мероприятисене 240 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Мӗнпе асра юлнӑ-ха ҫак 11 кун?
Кӑҫал «Асамлӑхӑн Ҫӗнӗ ҫулхи академийӗ» проекта пӗрремӗш хут пурнӑҫа кӗртнӗ. Унта 20 пине яхӑн ҫын ҫитсе курнӑ. Кӑҫал Хӗл Мучи резиденцийӗ рекорд лартнӑ. Каникулта унта 27 пин ҫын ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» акцие те пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Районсемпе хуласем те мероприятисем тӗлӗшпе пуян пулнӑ. Уйрӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарта массӑллӑ мероприятисем ытларах иртнӗ.
Каникул пӑтӑрмахсемсӗр те иртмен. Ҫул-йӗр ҫинче аварисем пулнӑ, пушарсем алхаснӑ, ҫынсем шӑнса вилнӗ… Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Шумилов урамӗнче пӑрӑх сиенленнӗ. Ҫавна май 10 пине яхӑн ҫын ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Аварие кӗске вӑхӑтрах ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |